Ял пурнӑҫӗ
![]() Кашни хӑйӗн ӗҫне пурнӑҫлать: пӗрисем хӗрсе тыр-пул пуҫтараҫҫӗ, теприсем юрласа ташлаҫҫӗ. Сӑмахӑмӑр — совет самани вӑхӑтӗнчи йӑлана аса илсе агитбригадӑсем уй-хирпе ферма тӑрӑх ҫӳрени пирки. Вӗсем халӗ республикӑри мӗнпур районтах хастарланчӗҫ темелле. Комсомольски районӗнчи Элпуҫ ял тӑрӑхӗнчи юрӑ-ташӑ ӑстисем те ҫуллахи кун килте лармаҫҫӗ, механизаторсемпе ытти уй-хир ӗҫченӗ вӑй хунӑ ҫӗре ҫитсе ташласа та юрласа кӑтартаҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем «Дружба» (чӑв. Туслӑх) хуҫалӑхри ӗҫченсем патне ҫитнӗ. Аслисемпе пӗрлех ачасем те тыр-пул выракансене тата ӑна пуҫтарса кӗртекенсене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарма тӑрӑшаҫҫӗ. Концерт хыҫҫӑн механизаторсем кӑмӑллӑ юлни пирки пӗлтереҫҫӗ вырӑнти ял тӑрӑхӗнче. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсене вӗсем йӑл кулӑпа хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Канаш районӗнчи Сивҫырма — пӗчӗк ял. Ҫурлан 22-мӗшӗнче туслӑ халӑх ял уявне пухӑннӑ. Таврара кӗвӗ янӑранӑ, илемлӗ тум тӑхӑннӑ ҫынсен пичӗсем савӑнӑҫпа ҫиҫнӗ. Уяв концертне культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем йӗркеленӗ. Вӗсен юррисем халӑх кӑмӑлне хӑпартнӑ, ташшисем савӑнтарнӑ. Сивҫырмасене саламламашкӑн Янкӑлч ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.И.Кротов килнӗ. Ытти тӳре-шара та халӑха саламласа ырӑ сӑмахсем каланӑ. Уявра чи маттуррисене чысланӑ. О.Владимирова, М.Петровӑна, В.Михайлова Канаш район администрацийӗн тав хучӗпе хавхалантарнӑ. Унтан уяв ташӑ каҫӗпе вӗҫленнӗ. Унта сивҫырмасем чун каниччен ташлама пултарнӑ. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Пупӑлькассинче асра юлмалли уяв пулни пирки Чӑваш наци конгресӗн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева пӗлтерет. Яла пырса кӗнӗ ҫӗрте ял историне аса илтермелӗх «Пупӑлькасси. 1795-мӗш ҫулта ял ятне панӑ» тесе чул юпа ӑсталаса лартнӑ. Уншӑн ҫав ялта кун ҫути курнӑ, халӗ Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗн пӗрремӗш ҫумӗнче тӑрӑшакан Валерий Клементьев ял халӑхӗпе пӗрле капашсӑр пысӑк ӗҫ тунӑ. — Кашни ҫыннӑн тӑван ял умӗнче парӑм пур. Яла пулӑшмалла, ӑна ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратмалла. Ял пулсан чӑваш чӗлхи пурӑнать, йӑла-йӗрке упранать, — тесе шухӑшлать Валерий Клементьев. Ҫав кун ялта Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса палӑк тата Николай Асамҫӑ ячӗпе часавай уҫнӑ. Вӗсене уҫнӑ хыҫҫӑн ял ҫыннисем уяв лапамне пуҫтарӑннӑ. Унта республика ерӳтҫисемпе пӗрле сумлӑ хӑнасем, ялти ватти-вӗтти таран вӑйӑ картине тӑрса ял пуҫланӑранпа 220 ҫул тултарнине халалланӑ уява пуҫланӑ. Тӑван тӑрӑха манманшӑн, ял халӑхӗ валли пархатарлӑ ӗҫсем тунӑшӑн Етӗрне район пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин ЧНК Президенчӗн пӗрремӗш ҫумне Етӗрне районӗн хисеплӗ ҫынна ята панине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫурлан 22-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Шӑрттан ялӗнче пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. Халӑх пӗрле пухӑнса ял уявне паллӑ тунӑ. Уява ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Надежда Ефремова уҫнӑ, ентешӗсене ырӑ сунса ӑшӑ сӑмахсем каланӑ. Унтан ялти чи хисеплӗ ҫынна палӑртнӑ. Кӑҫал ку ята Ольга Яковлевна Саввина тивӗҫнӗ. Каярахпа район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров тухса калаҫнӑ. Вӑл та шӑрттансене ырӑ сунса калаҫнӑ. Николай Чугаров общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн Вера Федуловӑна Хисеп грамотипе чысланӑ. Шӑрттансене саламлама ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Ирина Кошкина та килнӗ. Вӑл ял уявӗ халӑха пӗр тӗвве пухнине, туслӑха ҫирӗплетнине палӑртнӑ. Уяв малалла концертпа тӑсӑлнӑ. Кун хыҫҫӑн пурте тутлӑ шӳрпепе сӑйланнӑ. Сӑнсем (47) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫул сарлакӑшне виҫнӗ самант Вӑрмар районӗнчи Тикеш ялӗнче пурӑнакансем малашне кӗрлӗ-ҫурлӑ ҫанталӑкра та Ленин урамне шикленмесӗр кӗрсе тухайӗҫ. Асӑннӑ урама хытарнӑ ҫул тӑвиччен вырӑнти Тикеш ял тӑрӑхӗ ҫак ӗҫе тӑвакан подряд организацине палӑртнӑ. Конкурс ҫӗнтерӳҫи (патшалӑх е муниципалитет саккасне пурнӑҫлакана пуҫ тӗллӗн палӑртма юрамасть – унсӑрӑн вӑл монополипе ҫыхӑннӑ саккуна пӑсни шутланать) пулса тӑнӑ «Зодчий» тлли мар яваплӑ общество ӗҫе 168 пин тенкӗпе пурнӑҫлама килӗшнӗ. Палӑртнине ҫак эрнере строительсем вӗҫленӗ. Вӗсем Тикешри Ленин урамне вак чул сарнӑ. Строительсен ӗҫне комисси йышӑннӑ. Тӗрӗслевҫӗсем вак чул сарнӑ ҫул сарлакӑшне тата тӑршшӗне тата вак чула мӗн хулӑнӑш хунине виҫсе пӑхнине пӗлтереҫҫӗ вырӑнти ял тӑрӑхӗнче. Комисси строительсем ӗҫе пахалӑхлӑ пурнӑҫланӑ тесе йышӑннӑ. Сӑнсем (18) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Кӑҫал Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа чылай ялта паттӑрсене халалласа палӑксем, обелисксем уҫаҫҫӗ. Кӑ чӑнах та ырӑ йӑла. Кун пек паттӑрсен ячӗсем чул ҫине ӗмӗрлӗхе ҫырӑнаҫҫӗ. Красноармейски районӗнчи Тури Типҫырма ялӗ пысӑках мар. Анчах вӑрҫӑ ҫакна пӑхса тӑнӑ-и? Ун чухне кашни яла, кашни киле хурлӑх кӗнӗ. Акӑ намаях пулмасть, ҫурлан 15-мӗшӗнче, Тури Типҫырма ҫыннисем паттӑр ентешӗсене халалласа обелиск уҫнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие вырӑнти тӳре-шара ҫитнӗ. Сӑмах каланӑ хыҫҫӑн пурте салтаксене аса илсе пуҫ тайнӑ, обелиск умне чечексем хунӑ. Унтан пултарулӑх ушкӑнӗ юрӑсемпе кӑмӑла ҫӗкленӗ. Сӑнсем (15) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫурлан 14-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Пушкӑрт ялӗ те уявне паллӑ тунӑ. Паллах, чи малтан ентешӗсене ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ З.Салтыков саламланӑ. Унтан ытти сумлӑ хӑнасем тухса калаҫнӑ. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ В.Павлов Пушкӑрт ял тӑрӑхне 5 пин тенкӗлӗх сертификат парнеленӗ. Район администрацийӗнчен килнӗ хӑнасем А.Сергеева, А.Карповӑна, Н.Дмитриева тата З.Храмовӑна Хисеп грамотипе чысланӑ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ вара А.Лукоянова, А.Комиссарова, А.Мамайкина общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн грамотӑпа хавхалантарнӑ. Унтан ентешӗсене «Пошкӑрт» халӑх юррипе ташшин ансамблӗ, чӑваш эстрада юрӑҫисем коцерт кӑтартнӑ. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ хӑнасене, пушкӑртсене чӑвашсен наци ҫимӗҫӗпе — шӳрпепе — хӑналанӑ. Пушкӑртсен уявӗ чӑннипех те савӑнӑҫлӑ иртнӗ. Сӑнсем (42) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Канаш районӗнче пӗр кунта, ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, темиҫе ял халӑхӗ уява пухӑннӑ. Ҫав кунах Улаксар ялӗн ҫыннисем уявра савӑннӑ. Улаксар ялӗ ҫамрӑк тесен те юрать. Вӑл 1938 ҫулта пуҫланса кайнӑ. Кӑшнаруй ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алевтина Васильева мероприятие уҫнӑ май ял тӑрӑхӗн аталанӑвӗ, ҫӗнӗ ҫулсем туни пирки калаҫнӑ. В.Софронов ентешӗсене саламланӑ, тыр-пул пухса кӗртес ӗҫ еплерех пынине каласа кӑтартнӑ. 5050 гектар тыр-пултан ҫурлан 14-мӗшӗ тӗлне 33 процентне пухса кӗртнӗ. В.Александров республикӑри социаллӑ экономика аталанӑвӗ ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Кун хыҫҫӑн вырӑнти пултарулӑх ушкӑнӗсем ентешӗсене чаплӑ концертпа савӑнтарнӑ. Пурте наци апачӗпе — шӳрпепе — сӑйланнӑ. Ял ҫыннисене Владимир Никифоровӑн куравӗ, ялти алӑстисен ӗҫӗсем илӗртнӗ. Сӑнсем (31) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Йӗпреҫ районӗнчи Тури Кӗлӗшкасси ялӗнче пурӑнакан Анания Макарова ял ӑҫтан пуҫланса кайнипе кӑсӑкланнӑ та акӑ мӗн пӗлнӗ: Тури Кӗлӗшкассипе Анатри Кӗлӗшкасси ҫыннисем Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӗлӗшкасси ялӗнчен куҫа килнӗ. 1650–1660 ҫулсенче куҫса килекенсем Хум шыв хӗрринче Анатри Кӗлӗшкасси ялне пуҫарса янӑ. Кӑштахран халӑхӑн пӗр пайӗ ҫӗнӗ ял — Тури Кӗлӗшкасси — пуҫарса янӑ. 2014 ҫулта Тури Кӗлӗшкасси ялӗн уявне паллӑ тунӑ. Унта Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Кӗлӗшкасси ҫыннисем те килнӗ. Кӑҫал акӑ Анатри Кӗлӗшкасси ялне паллӑ тунӑ. Малтанах Чӑваш Тимеш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Иванов тухса калаҫнӑ. Йӗпреҫ район пуҫлӑхӗ Александр Яковлев та килнӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров Валерий Герлова Хисеп грамотипе чысланӑ. Унтан «Эревет» фольклор ушкӑнӗ, «Ҫавал» ансамбль тата чӑваш эстрада юрӑҫисем концерт лартнӑ. Сӑнсем (18) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Шӑнкӑртамри министр вертолет Шӑнкӑртама Раҫҫей паттӑрӗпе хӳтӗленӳ министрӗн парнисем килсе ҫитнӗ. Юлашки ҫулсенче республикӑри тӗрлӗ районпа хулара ҫар техникине палӑк евӗр кӑтартма тытӑнчӗҫ. Патӑрьел районӗнчи Шӑкӑртам ял тӑрӑхӗ те ыттисенчен юласшӑн мар. Унта ҫурлан 13-мӗшӗнче вертолет тиенӗ пысӑк урапа пырса чарӑннӑ. Ӑна, вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн Геройӗ Николай Гаврилов парнеленӗ. Вертолета Шӑнкӑртамри Паттӑрсен аллейинче вырнаҫтармалла. Хальхи вӑхӑтра вӑл лаптӑка юсаса ҫӗнетессипе тимленине пӗлтереҫҫӗ. «МИ-2» вертолет лартма вырӑн хатӗрленисӗр пуҫне «М-30» гаубица валли те пӑхса хӑварнӑ. Гаубицине ҫӗршывӑн хӳтӗленӳ министрӗ Сергей Шойгу парнеленӗ тесе ҫырнӑ Шӑнкӑртам ял тӑрӑхӗн сайтӗнче. Ҫарпа ҫыхӑннӑ сооруженисене ҫурлан 18-мӗшӗнче уҫмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |